«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн.
Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн.
Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш.
Паян ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Александр Герасимов хӑйӗн должноҫӗнчен кайнине пӗлтернӗ. Вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
46 ҫулти Александр Герасимович хӑйӗн пуканне мӗншӗн пушатнине каламаҫҫӗ. Хушӑва ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Иван Моторин алӑ пуснӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен, министр ҫумне лариччен, Александр Герасимов икӗ ҫул «Чӑвашсетьгаз» организацире ӗҫленӗ. Маларах, ҫичӗ ҫул, «Чебоксарыгоргаз» филиалта аварипе диспетчер службинче тӑрӑшнӑ. Унччен вара «Чувашгазра» слесарь тата хуралҫӑ пулнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта клинкер брусчатки тата клинкер кирпӗч туса кӑларма пултаракан предприяти хута кайнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Ҫар-промышленноҫ банкӗ» директорсен канашӗн ертӳҫи Юрий Колток хутшӑннӑ.
«Экоклинкер» предприяти пуҫлӑхӗ Александр Краснов производствӑна кӗске вӑхӑт хушшинче хута яма май килнине асӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн республика Правительствине тав тунӑ.
Клинкер брусчатки тата пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприятире пурӗ 125 ҫын ӗҫлет. Проекта пӗлтӗрхи нарӑсра пуҫланӑ. Объекта пӗтӗмпе 800 млн тенкӗ инвестици хывнӑ.
Сӑнсем (12)
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ведомствӑри ҫемҫе пуканпа сывпуллашни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Хӗрӗхе кӑна ҫывхаракан медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Наиля Зинетуллина пирки ун чухнех Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне тӗп тухтӑра куҫать тесе калаҫрӗҫ. Халӗ ку сӑмах тӳрре килни палӑрчӗ. Ӗнер ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ клиника пульницине тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ. Ҫак должноҫе маларах асӑннӑ Наиля Зинетуллинӑна шанса панӑ. Наиля Хайрлисламовна хӑйне ҫӗнӗ вырӑна шаннӑшӑн министра тав тунӑ.
Сӑнсем (3)
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумне Евгений Юшина должноҫрен хӑтарнӑ. Хушӑва ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Евгений Юшкина тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Паян, чӳкӗн 8-мӗшӗнче, Евгений Васильевич 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2004 ҫултанпа ӗҫленӗ. Евгений Васльевич шыв хуҫалӑхӗн, тавралӑха сыхлакан тата экономика пайӗсене ертсе пынӑ. Евгений Юшин ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе пурнӑҫӗнчи 20 ытла ҫулне халалланӑ. Ҫапла майпа вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, Евгений Юшина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» ята панӑ.
Министерствӑра ӗҫленӗ ҫын урӑх вырӑна куҫать. Министерствӑра ахаль-махаль пукан йышӑннӑ ҫын пирки мар-ха сӑмахӑмӑр. Министр ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина ӗнертенпе республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче аслисенчен иккӗмӗш шутланнӑскер ӗнертенпе ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Наиля Зинетуллина урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ.
Наиля Зинетуллина 1976 ҫулта ҫуралнӑскер. Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствинче (социаллӑ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене маларах ҫав министерство йӗркелесе пыратчӗ. Кӑҫал ҫак икӗ тивӗҫе икӗ ведомствӑна пайласа пачӗҫ) министр ҫумӗнче пӗлтӗртенпе тӑрӑшнӑ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.
«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри.
Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ.
Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.
Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.
Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫеҫ ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |